Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хутар ял тӑрӑхӗ

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хутар ял тӑрӑхӗнче (Ҫӗмӗрле районӗ) Хутар ялӗн кунне уявларӗҫ. Ку уяв ялта пӗрремеш хут иртрӗ, ял уявне таврари пӗтӗм ялти ҫынсем пухӑнчӗҫ.

Илемлӗ сцена, ҫӗпӗҫ чӑваш юрри, шӳрпепе чӑваш сӑри — уява савӑнӑҫлӑ ирттерме мен кирлӗ тата? Уяв чӑнах та пурне те килӗшрӗ!

 

Уяв умӗн ял тӑрӑхӗнче кил-ҫӳрт илемлӗхне тата типтерлӗхне кӑтартакан конкурс та ирттерчӗҫ. "Чи типтерлӗ кил-ҫурт" ятне Николаева Н.И тивӗҫрӗ. Чи чечеклӗ пӳртумӗ вара Хутарти Е.Е. Тарасовӑн, Пилешкассинчи Р.И. Семёновӑн, Тукассинчи Р.И. Романовӑн, Янташри С.В. Макаровӑн. ПИлешкассинчи Ю.А. НАзарова вара яла типтерлӗх кӗртнӗ ӗҫне лайӑх хакларӗҫ.

Ялти ватӑ ҫынсене те манса каймарӗҫ — чи ватӑ Панцева Анна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн аллинчен парне илчӗ.

 

Концерта Хутарти шкул-гимназири вокал ушкӑнӗ уҫрӗ. Ҫавӑн пекех юрӑ-кӗвӗпе уява килнӗ ҫынсене Хутар ял культура ҫуртӗнчи ача-пӑча ансамблӗ, ҫӑмрӑк юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ. «Шанчӑк» ятлӑ фольклор ушкӑнӗ, Турхан ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем те вӗсенчен юлмарӗҫ — ҫапӗҫ сассисемпе юрӑсем юрласа пачӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ